Ҫӗрпӳре ҫухалнӑ 11 ҫулти Настя Осипована вӗлернӗ. Ӑна ача пурӑннӑ вырӑнтан инҫех мар гаражсем патӗнче тупнӑ.
РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана ҫине тӑрса тата мӗнпур вӑйпа шыранӑ май таврари лавккасемпе ытти организацисен видеокамерисем ӳкернӗ кадрсене те тишкернӗ. Тӗпчевҫӗсем гаражсем патӗнче шырани харама кайман — ача виллине шӑпах ҫавӑнта тупнӑ.
Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине ҫеҫ йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль тесе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе хыпарланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ача ҫухалнинче профилактика органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачан амӑшӗ воспитани парассипе ҫине тӑман иккен. Шкул та ҫемьене ячӗшӗн ҫеҫ тӗрӗсленӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ.
Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ.
Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ишевҫӗсенчен пуҫласа республикӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ ята тивӗҫнӗ Ростислав Надеждин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, СССР физкультура отличникӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче ҫуралнӑскер пурнӑҫне спорта халалланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ: 1962–1967 ҫулсенче — Сӗнтӗрвӑрринче, 1967–1980-мӗшсенче — Шупашкарти «Спартак» ҫумӗнчи спорт шкулӗнче. 1996 ҫулччен тренер пулса ӗҫленӗ май та вӑл сахал мар ишевҫе хатӗрленӗ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 100 ытла пысӑк квалификациллӗ спортсмена туптанӑ Надеждин.
Спорта юратаканскер сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫсан та унпа туслӑ пулнӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Хусанта ветерансем хушшинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӑхӑр ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла.
Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шутра тӑракан ӗҫсӗр ҫынсем республикӑри предприяти-организацисемшӗн куҫ шӑрҫи евӗр паха. Чӑннипе мӗнлине калаймӑпӑр та, анчах статистикӑна ӗненсен ҫавӑн пек пулса тухать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи цифрӑсене илсе панӑ. Ӗҫсӗр тесе шута илнисем пирӗн республикӑра — 4,7 пин ҫын. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫ вырӑнӗсем пур тесе 17,6 пин ваканси кӑтартнӑ. Ку вӑл, тепӗр хутчен палӑртар, — официаллӑ статистика. Тӗрӗссипе, ваканси кӑтартнисем хушшинче урам шӑлакансем, сутуҫӑсем, тата ыттисем те кирлӗ. Урӑх профессиллӗ ҫынсем ун пек ӗҫе каясшӑнах маррине ӑнланма пулать.
Статистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗр ҫынсем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Тутарстанра ҫавраҫил пулни пирки ӗнер пӗлтертӗмӗр. Вӑл Чӑваш Ене килмест тесе хыпарланӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫил Ҫӗрпӳ районӗнче те пулнӑ.
Вӑйлӑ ҫил районӑн пӗр пайне пырса тивнӗ. Унта йывӑҫсем тӳнсе кайнӑ. Хӑш-пӗр ҫуртӑн тӑррисене сиенлетнӗ, парниксене илсе ывӑтнӑ. Аслати те кӗмсӗртетнӗ. Подстанцие аҫа ҫапнӑ. Халӗ коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем таврана тирпейлеҫҫӗ.
Синоптиксем халех ӑшӑ ҫанталӑка кӗтмелле маррине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫил хушӑран 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Ҫитес 5 кунра республикӑра ҫил лапланмӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, ҫанталӑк сивӗрех тӑрӗ.
Чӑваш Енри яш-хӗр, 11-мӗш класран вӗренсе тухаканскерсем, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытма пуҫланӑ. Паян ҫамрӑксем географипе тата информатикӑпа пӗлӗвне тӗрӗслеҫҫӗ.
Географипе 352 ҫын ППЭ тытнӑ. Информатика предметне вара 679 яш-хӗр суйланӑ. Вӗсем экзаменсене ултӑ пунктра тытаҫҫӗ: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Географипе ППЭ 3 сехет тӑсӑлнӑ. Унта ҫамрӑксем линейкӑпа, транспортирпа, калькуляторпа усӑ курнӑ. Информатика экзаменне вара нимӗн те илсе кӗме юраман.
Сӑмах май, кӑҫал географипе сахалтан та 37 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл.
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра пурӑнакансене ейӳ нуша кӑтартман. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ тунӑ ейӳпе кӗрешекен комисси.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ сарӑласран сыхланас енӗпе ирттерекен мероприятисене республикӑри пур муниципалитетра та пурнӑҫланӑ. Кӑҫал ялсем тата экономика объекчӗсем ейӳ нушине курман.
Аса илтерер: кӑҫал Чӑваш Енри 16 муниципалитетри 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 2200 ҫын пурӑнать. Малтан кӑҫалхи ейӳ Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенче уйрӑмах хӑрушӑ пулассине каланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |